ls-atalanu-lattinekuşarassi

Lattinĕzzĕlle Shuhăshlav

Lattinitsăpa Căvashlăha Şyhăntarsa Şyrnisem

http://atalanu.ucoz.ru/publ/1-1-0-6, Şurla 30, 2007

XX ĕмĕр пуçламăшĕнче наци культурине аталантаракансенчен нумайăшĕ вырăнти вĕрентекенсем пулнă. Большевиксем революци хыççăн çакна шута илсе хăйсем çине лояльĕ пăхакан, центра пăхăнса тăракан элита тăвас шутпа вĕсем пирки аса илнĕ. Çав вăхăтрах Турцири Кемаль Ататюрк çĕршывне Европа енне çавăрма шутлать. Çак утăмсенчен пĕри алфавита латин графики çине куçарни пулнă. Совет влаçĕ çак опытпа усă курма шут тытнă.

Чан та вăйлă кампани пуçланă. Ун инициаторĕсене реформа политика тĕлĕшĕнчен кăсăклантарнă пулин те, ăна пурнăçа кĕртме çĕршыври чи ăста лингвист-чĕлхеçĕçене хутшăнтарса латинизаци реформин пĕрремĕш тапхăрне питĕ лайăх ирттерсе янă. Çак пуçару çамрăксене питĕ килĕшнĕ. Вĕсем çак реформăсене модернизаци символĕ пек йышăннă. Аслă ăру шухашĕ пирки вара калама хĕн. Çак реформа Ататюрк реформинчен пысăках мар халăхсем хăйсене тĕнче стандарчĕсене вырăссенчен те çывăхрах пулнин туйăмĕпе уйрăлса тăраççĕ.

1923 çултанпа 1939 çулччен латиница алфавичĕпе 50 халăх усă курма пултарнă. Çав вăхăтра Совет Союзĕнче 72 халах кăна çыруллă пулнă. Реформана араб графикине усă куракан халахсенчен пуçланă. Кайран Çĕпĕрте пурăнакан тата финно-угор халăхĕсен черечĕ çитнĕ. Ăнланма йывăр сăлтавпа Атăлçи тăрăхĕнче пуранакан удмурт, мари, мăкшă финн-угор халăхсен тата чăвашсен çырулăха латин графики çине куçарман.

Латинизаци реформи 1932 çулта чăхăмлама тытаннă, 1936 çулта латиница çине куçна çырулăхсене кириллица çине куçарма тытанаççĕ. Наци чĕлхисем валли кирилица алфавичĕсем стахановец текен юхăмри пек хăварт темпа хатĕрлеме пуçланă. Çакна манма кирлĕ мар. Çав вăхтра çершывра террор вăйланса пырать, наци интеллигенцийĕ ГУЛаг системинче пĕтет. Кирилица çине куçние 1940 çулта вĕçленĕ теме пулать.

Реформа 20 çул пынă. Çав хушăра 21 халăх хăйĕн алфавитне 2 хут улăштарнă, 13 халăх 3 хутччен, 7 чĕлхе çырулăхсăр юлнă.Кирилица çине куçарни хăвăрт, 2-3 уйăх хушшинче иртнĕ. Реформа вăрçă пуçланнипе чаранса ларнă. 1946 çулта курд тата дунган халăхĕсен алфавитне, 1953 çулта нивх, 1963 çулта нанай халăхĕсен алфавичĕ улшăннă. 1938 çулта абхаз халăхне грузинсен алфавичĕ çине куçарнă. Унччен малтан абхазсем çак алфавитпа пач та усă курман. 1954 çулта кăна абхаз халăхĕ хăйĕн çырулăхне кирилица çине куçарать.

1990 çулта Совет империйĕнче тăна республикăсем (Азербайджан, Туркмени, Узбекистан) никама пăхăнманлăха алла илсе демонстраци майĕпе кирилицăрана пăрахăçларĕç, вырăс графикине халăхсене пăхăнтарса тăратмалли майсенчен пĕри тесе пĕлтерчĕç. Чечня та Дудаев вăхăтĕнче латиница çине куçре. 1999 çулта Тутарстан Патшалăх Канашĕ «Тутар чĕлхине латиница çине куçарса чĕртсе тăратасси» çинчен саккун йыăнчĕ. Тутарсе 1990 çултах латиница çине куçма шутланă пулнă. Çав вăхăтрах чăвашсем те ун пирки шавлакаларĕç. 1997 çулта тутар халăхĕн пĕтĕм тĕнчери конгресĕ çак ыйтăва сӳтсе явнă. 1992-1993 çулсенче Хусанта «Дэнья» (Планета») хаçат яналифпа пичетленчĕ. Чăвашсен çак эксперимента çарăксен хаçачĕ «Avan-i» пурнăçларĕ. Тутарсенчен те малтан латиница çине карел халăхе куçма пуçланă. Вĕсен утăмне СССР пуçлăхĕсем ырланă.

Atalanu: Vlatimĕr (Владимир)

Латин графики тата чăваш чĕлхине латин графики çине куçарасси