ls-atalanu-lattinizzĕpulmalla

Lattinĕzzĕlle Shuhăshlav

Lattinitsăpa Căvashlăha Şyhăntarsa Şyrnisem

http://atalanu.ucoz.ru/publ/1-1-0-6, Avăn 9, 2007

Пур культура органикăлла пĕрлĕх пулнипе пурăнать. Вăл ун тĕшши те. Культурăн органикăлла пĕрлĕхĕ пĕр енчен иртнĕлĕхпе эткерле чĕм çыханура тăнинче, тепĕр енчен културана кĕрекен пур япала та пĕр организм пек пулнинче.

Чĕлхепе çырулăх шухăшлав çине питĕ вăйлă сĕм парать. Чĕлхе – наци культурин кочĕ тата уççи. Çыруллăх вара калаçăва механикăлла кăтартакан сас паллисен купи мар. Графикăн хăйĕн çураçтаракан, амалантаракан потенциал пур. Вăл творчество ĕçне пĕр-пĕр юхăма кĕртсе çӳлле çĕклет.

Унăн эфристика мехелĕ сăмахпа текста пĕр сакраллă символа континуум тăвакан культурăсенче яр уççăн палăрса тăрать. Азбука культурăн микрокосмĕ. Ш. Шакуров тĕпчевçĕ вăтам ĕмĕрсенчи Иран халăхĕн ӳнер шухăшлавĕн уйрăмлăхĕсене тĕпченĕ чухне араб графики хайне евĕрлĕ темологи логики пулнине асăрханă. Лайăхрах ăнланма вырăсла çыратăп. Арабская графика символизирует собой своеобразную логику воспроизводящую в свою очередь логику саморазвертывания исходной космологической модели мусульманского Олама (космоса – ред.); она запрограммировала в себя всю культуру, и культура, следуя имманентным законам этой логики на протяжении VIII – XII веков, с поразительной необходимостью воспроизводила саму себя, свое происхождение и свою структуру. Çакăн пирки Шакуровăн «Искусство средневекового Ирана» кĕнекинче вулама пултаратăр.

Маларах çырнине ăша хывса традицилле культурăн çырулăхне урăх графика çине куçарнипе мĕнле масштаблă улшăнусем пуласса хăвăрах чухлатăр ĕнтĕ. Акбар Турсунов тĕпчевçĕ шухăшĕпе культура хăйĕн дифференцийĕпе хăйне хăй тытса тăма пултарать, малтан хăй мĕнле пулнине регенерации майĕпе тавăрма пултарать тесе шутлать.

Кашни ăру, хăйĕн культурин чĕм продукчĕ пулнипе, çав культурăна тепĕр хут уçать кăна мар, мĕнле те пулин наци шухăшлавĕ хăпартланнă вăхăтра унăн историри пĕрлĕхне çĕнĕрен чĕртсе тăратать. Каллех вырăс чĕлхи çине куçам-ха. Преемстсвенность – категория развивающаяся; освоение культуоного наследия связано с духовными и идеологически запросами времени, с уровнем самосознания и самопознания данного народа и общества. Резюме вара çавнашкал. Пирĕн çыруллăх латиница пулмалла.

Atalanu: Vlatimĕr (Владимир)

Пирĕн Çырулăх Латиница Пулмалла